peoplepill id: valentina-elli
VE
Russia
1 views today
1 views this week
Valentina Elbi
Chuvashian writer

Valentina Elbi

The basics

Quick Facts

Intro
Chuvashian writer
A.K.A.
Valentina Andreeva
Places
Work field
Gender
Female
Place of birth
Kazan Governorate, Russian Empire
Place of death
Cheboksary, Russia
Age
101 years
Awards
Medal "For Labour Valour"
 
Genre(s):
The details (from wikipedia)

Biography

Disambig gray.svg Андреева хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Валентина Андреевна Элпи (выр. Эльби Валентина Андреевна, чăн хцшамачĕ — Андреева; кăрлач, 31, 1913, Кивĕ Пуянкасси, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Тăвай районĕ Чăваш Ен) — авăн, 28, 2014, Шупашкар) — чăваш çыравçи, драматургĕ.

ССКП пайташĕ (1940), СССР ÇП пайташĕ 1965-па, ЧАССР тава тивĕçлĕ культура ĕçтешĕ(1989)

Кун-çулĕ

[1913]] çулхи кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнчеÇĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Тăвай районĕ) Кивĕ Пуянкасси ялĕнче, чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă.

Малтан хăйсен ялĕнчи пуçламăш шкултан, унтан Вăрмар районĕнчи Кавалти сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă. 1930 çулта Шупашкарти медицина техникумне вĕренме кĕнĕ, анчах ăна унтан вĕренсе тухма май килмен. Пĕр çулталăк хушши Вăрмар районĕнчи Пăртасри участок пульницинче медаппа пулнă. 1932—1934 çулсенче вăл Куславкка районĕнчи хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. 1934 çулта «Канаш» (хальхи «Хыпар») хаçат редакцине куçнă. 1936—1938 çулсенче хаçат редакцийĕсенче ĕçлеме хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ. 1938—1968 çулсенче Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи Радиовещанипе телевидени комитетĕнче ачасем валли паракан передачăсен редакторĕ пулса ĕçленĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

Валентина Элпи çырăвĕсене ытларах пайĕпе ача-пăчасене халалланă. Çыравçăн малтанхи калавĕсем республикăри хаçат-журналсенче 1946 çулта пичетленме пуçланă.

Унăн ĕçĕсем çак кĕнекесенче пичетленсе тухнă:

  • «Куçса çӳрекен çурт» (калавсем, 1956);
  • «Вунтăваттă тултарас умĕн» (повесть, 1959),
  • «Калавсем» (1960);
  • «Çав кунсен чапĕ çухалмĕ» (драма, Г. Пласкинпа пĕрле çырнă, 1960);
  • «Кочующий домик» (калавсем, Детгиз, 1960);
  • «Эпĕ халь телейлĕ» (повесть, 1963);
  • «Аппапа пĕрле» (Марииздат, 1963);
  • «Тăрăр вăйă картине» (повестьпе калавсем, 1964);
  • «Чĕнтĕрлĕ кĕпер» (повеçсем, 1967);
  • «Юратнă мăшăрсăр» (повестьпе калавсем, 1983);

Литература

  • «Чăваш литературин антологийĕ», составители: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Чебоксары, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .

Рецензисем

В. Эльби пултарулăхĕпе тата кĕнекисемпе çак рецензисемпе статьясем паллаштараççĕ:

  • В. Канюков — «Рассказы Валентины Андреевой» («Литература и жизнь», 73 №, 1958);
  • В. Компанией, Б. Калир — «Самое главное — труд человека» («Литература и жизнь», 143 №, 1960);
  • Г. Пилеш — «Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç» («Ялав», 9 №, 1961);
  • В. Алендей — «Таник телей тупать» («Эпĕ халь телейлĕ» кĕнеке çинчен, («Коммунизм ялавĕ», 1963, июнĕн 4-мĕшĕ);
  • М. Юрьев — «Ачасен тусĕ» (В. Эльби 50 çул тултарнă май, Вăрмар районĕнчи «Хĕрлĕ ялав» хаçат, 1963, декабрей 20-мĕшĕ).
The contents of this page are sourced from Wikipedia article. The contents are available under the CC BY-SA 4.0 license.
Lists
Valentina Elbi is in following lists
comments so far.
Comments
From our partners
Sponsored
Valentina Elbi
arrow-left arrow-right instagram whatsapp myspace quora soundcloud spotify tumblr vk website youtube pandora tunein iheart itunes