Nikolaj Gavrilov
Quick Facts
Biography
Гаврилов Николай Федорович- 1958-мĕш çулхи авăнăн14-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Янкăлч ялĕнче çуралнă. Раçççей паттăрĕ (2002), генерал-лейтенант - 2007.
Кун-çулĕ
Хĕçпăшаллă Çарта 1975-мĕш çултанпа. 1979-мĕш çулта Сызранти çар аслă училищинчен отличипе вĕренсе тухнă хыççăн Чикĕ çарĕсенче хĕсметре тăрать . Вăтам Ази Чикĕ Çар округĕнчи вертолет чаçĕсенче службăра пулнă. Вертолет командирĕ, звено командирĕ, эскадрилья командирĕ тивĕçĕсене пурнăçланă. Ми-8, Ми-24 тата Ми-26 вертолетсемпе вĕçнĕ.
1979-1987-мĕш çулсенче Афганистанри çапăçусене хутшăннă, 2000 ытла хут вĕçев тунă.
1987-1990-мĕш çулсенче Гагарин ячĕллĕ Сывлăш-Çар академинче вĕреннĕ. Ана отличипе пĕтернĕ хыççăн Вăтам Азири вертолет полкĕн командирĕн çумĕ пулнă.
1992-1999 мĕш çулсенче Федераллă чикĕ службин ăслăлăх-тĕпчев техника центрĕн ăслăлăх сотрудникĕ - аслă летчик-испытатель. 1993-мĕш çулта Громов ячĕллĕ ЛИИ çумĕнчи летчик-испытательсен шкулне пĕтернĕ.
1999-мĕш çултанпа Гаврилов Н.Ф. Федераци хăрушсăрлăх службин авиаци управленин начальникĕ.
Чыславсемпе парнесем
- Раççей Паттăрĕ - 2002.
- Ленин орденĕ;
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ.
- Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн - III шайри.
- медальсем.
- Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ çар летчикĕ;
- Çар летчикĕ-снайпер;
- 1-мĕш класслă летчик-испытатель.
- Янкăлч вăтам шкулне ун ятне панă, унта Гаврилов музейĕ ĕçлет.
Асăрхавсем
Каçăсем
- Гаврилов Николай Федорович «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче