Nikifor Tarasovič Vasjanka
Quick Facts
Biography
Никифор Тарасович Ваçанкка (1903, нарăс, 17, Ураскилт ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш Ен — 1976, утă, 29, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш сăвăçи, тăлмач.
СССР çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, (1934).
Пурнăçĕ
1903 çулхи нарăс уйăхĕн 17 Чăваш Енри Элĕк районĕн Ураскилт ялĕнче, хресчен кил-йышӗнче çуралнă.
Никифор Ваçанкка Элĕкри пуçламăш тата икӗ сыпӑклӑ шкултавĕреннĕ. Çавăн пекех Вăрнарти педагогика техникумĕнче, Мускаври журналистикăн институчĕнче вӗреннӗ. 1923 ҫулта Шупашкарта «Канаш» хаçат редакциĕнче, 1933-1934 ҫулсенче «Трактор» журналăн редакторĕ пулса, 1934 ҫултанпа Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ пулса ĕçленĕ.
1976 çулхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
Никифор Ваçанккан 10 кĕнеке ытла тухнă. Унăн «Кай, кай Ивана», «Кĕсле», «Анатран хăпарать шурă пăрахут», тата ытти сăввисем çине кĕвĕ хурса юрă тунă.
А. Пушкинăн сăввисене, «Дубровский» тата «Капитан хӗрӗ» повеҫӗсене, революции юррисене чăвашла куçарнă.
Чыславсемпе парнесем
- Чӑваш АССР тава тивӗçлĕ культура ĕçченӗ (1967)
- РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1970)
- Халăха çутта кăларас ĕçĕн отличникĕ.
Вуламалли
- Л. И. Ефимов Элĕк Енĕ. — Элĕк: 1994.
- Аликовская энциклопедия / редколлеги: Ефимов Л. А., Ефимов Е. Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К.. — Шупашкар: 2009. — ISBN 978-5-7670-1630-3
- «Чăваш литературин антологийĕ», составители: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2.
- Иванов, Н. И. Песня на все времена // Иванов, Н. И. Сердца живые звуки / Н. И. Иванов. – Чебоксары, 1989. – С. 161–163 ; то же. – Молодой коммунист. – 1983. – 17 февр.
- Иванов, И. Ветеран советской печати / И. Иванов // Совет. Чувашия. – 1973. – 17 февр.
- Терентьев, Г. Хĕвеллe пурнăç юрăçи / Г. Терентьев // Пурнăç çулĕпе (Элĕк р-нĕ). – 1998. – 14 нарaс.
- Хусанкай, П. Ваçанккана кам пĕлмест // Хусанкай, П. Ăсталăхпа чăнлăх / П. Хусанкай. – Шупашкар, 1964. – С. 146–149.
- Юмарт, Г. Ф. Васянка Никифор Тарасович / Г. Ф. Юмарт // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 289.
- Ялкир, П. «Ваçанкка вăл Ваçанкка» / П. Ялкир // Хыпар. – 1993. – 19 нарăс.